Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Раҫҫей Ҫӑлкуҫӗсем

Культура

Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ хатӗрленӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» видеохӑтлав «Диво России» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) фестиваль-конкурсӑн ҫурма финалне лекнӗ.

Чи лайӑххисен йышне ҫӗршывӑн 34 регионӗнчен 49 видеохӑтлава суйланӑ.

Ҫурма финалта Крымри, Атӑлҫи федераци округӗнчи, Тӗп, Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ, Ҫурҫӗр-Кавказ, Кӑнтӑр федераци округӗсенчи проектсем «тупӑшӗҫ». Куҫӑн майпа йӗркелекен ҫурма финал пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Мускавра, унти «Крокус-экспо» курав залӗнчи конференц-залра иртмелле.

Ҫурма финала «Объекты приключения и событийного туризма» номинацире Чӑваш Енрисӗр пуҫне Самар, Вологда облаҫӗсенчен, Тутарстан Республикинчен тӑратнӑ ӗҫсем лекнӗ. Вӗсенчен чи лайӑххи финала лекӗ.

 

Культура Концерт саманчӗ
Концерт саманчӗ

Республика кунне халалласа иртнӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале Чӑваш Ене тӗрлӗ ҫӗршывран пултарулӑх ушкӑнӗсем чылай килнӗ. Вӗсем хушшинче — Италири «Про Локо Самугео» ансамбль те. Республикӑн тӗп хулинче иртнӗ фестивале хутшӑннипе пӗрлех Итали артисчӗсем тӗрлӗ районта хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, ҫав шутра — Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче те.

Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче асӑннӑ фольклор коллективӗ хӑнасене хапӑл Хӗрлӗ Чутай ҫӗрне ҫитнӗ, Етӗрнепе Чутай чиккинче вӗсене райадминистрацин культура пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов кӗтсе илнӗ. Чи малтанах Итали артисчӗсем Сӗнтӗкҫырминчи Культура ҫуртӗнче Сардини ташшисемпе паллаштарнӑ. Курма пухӑннӑ халӑх ют ҫӗршыв артисчӗсен пултарулӑхӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ. Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Любовь Кузнецова вара италиансене тав тунӑ май асӑнмалӑх ҫӑпата тата наци тумтирне парнеленӗ.

Унтан фольклор ушкӑнӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» халӑх музейӗнче пулса курнӑ. Каҫхи ултӑ сехетре вара «Про Локо Самугео» фольклор ушкӑнӗ Хӗрлӗ Чутайри Культурӑпа кану центрӗ умӗнче пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ.

Малалла...

 

Культура

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫӗй XXII фестивальне (вӑл ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче иртет) Раҫҫейӗн 19 тӑрӑхӗнчи 26 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Ҫавӑн пекех виҫӗ ют ҫӗршывран ансамбльсем килӗҫ. Китайран икӗ ушкӑн (Аньхой тата Гайчжоу провинцийӗсенчен), Италирен пӗр ушкӑн, Азербайджанран виҫӗ солист килмелле.

Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче республикӑна Италири (Сардини) «Про Локо Мамугео» фольклор ансамблӗ килсе ҫитнӗ. Вӑл фестивале хутшӑннисӗр пуҫне республикӑри ултӑ район-хулара пултарулӑхне кӑтартӗ.

Китайри пултарулӑх ушкӑнӗсем пилӗк район халӑхне савӑнтарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫӗртмен 21-мӗшӗнче хальхи ӳнер центрӗнче Китай делегацийӗ сӑн ӳкерчӗксен икӗ куравне йӗркелӗ, чей церемонийӗ иртӗ.

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивальпе килӗшӳллӗн «Фолкстейшен-Шупашкар» Раҫҫейри йӑла-йӗркесен фестивалӗ иртӗ. Унта ҫӗршыври 8 регионти 13 ушкӑн хутшӑнмалла. Ҫав шутра — Крым та.

 

1937 ҫулхи ялав
1937 ҫулхи ялав

Шӑп та лӑп 90 ҫул каялла чӑваш халӑхӗ хӑйсен патшалӑхне, республикӑна, туса хума май тупнӑ. Чи малтан, паллах, вӑл автономи шайӗнче ҫеҫ пулнӑ, анчах та темиҫе ӗмӗр хушши, тутарсемпе монголсем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне аркатнӑ хыҫҫӑн, патшалӑхлӑ пулса тӑни халӑхшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ!

Хальхи вӑхӑтра ҫӗртмен 24-мӗшӗ чӑвашра — уяв кунӗ. Ӑна 15 ҫул уявлатпӑр ӗнтӗ, 1995 ҫултанпа. Республика кунӗнче культурӑпа, экономикӑпа, спортпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ — Акатуй, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, Шупашкарти экономика канашлӑвӗ, «Ал ӑстиллӗ Руҫ», Пӗтӗм тӗнчери фейерверксен фестивалӗ, «Регионсем хушшинчи ҫыхӑну» курав, ҫуллахи ял спорт вӑййисем тата ыт.те. Уявӗ те пӗр кун мар, темиҫе кун пырать.

 

Пирӗн пӗрлӗх пурне те ҫак уяв ячӗпе саламлать!

 

Чӑвашсем! Пӗрле пулар! Кӳренӳсене, тӗрлӗ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе малалла утар! Малашлӑха хамӑр туптар!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://gov.cap.ru/main.asp?govid=691
 

Шупашкарта тӗрлӗ тӑрӑхри пултарулӑх ушкӑнӗсене пухнӑ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ пырать. Ҫак фестивале хутшӑнма «Влир» фламанд фольклор ушкӑнӗ кӑмӑл тунӑ. Аякри тухнӑ хӑнасем ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Элӗке ҫитрӗҫ. Пултарулӑх ушкӑнӗ Бельги патшалӑхӗн Фламанд Брабанчӗ ҫӗрӗнче 1968 ҫулта йӗркеленнӗ. Ушкӑн пуҫаруҫи музыка инструменчӗсене нумай тӗпченӗ, кӗвӗсем хайланӑ. Бельги артисчӗсем Элӗкри культурӑпа кану центрӗнче фламанд халӑхӗн пултаруллӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Л.Читнаев коллектива ӑнӑҫу сунчӗ.

Бельгирен килнӗ коллективӑн ташшисем, тӗрлӗ инструментсемпе шӑрантарнӑ кӗввисем Элӗк районӗн ҫыннисене питӗ килӗшрӗҫ.

«Валинке» артисчӗсем фламандсене чӑваш ташшине вӗрентрӗҫ. Концерт вӗҫленсен, сывпуллашнӑ май, элӗксем Хӗвеланӑҫ Европӑран килнӗ ҫынсене асӑнмалӑх чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ парнесем пачӗҫ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

 

Кӑҫалхи республика кунне самай чыслӑн ирттерме палӑртнӑ — Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитет-ҫке!

Уявӑн йӗркелӳ комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх (нумай пулмасть комитетӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ) ӑна ҫӳллӗ шайра ирттерме палӑртаҫҫӗ. Малтанхи ҫулсенче эпир курма хӑнӑхнисемсӗр пуҫне ҫӗнни те нумай пулӗ теҫҫӗ.

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пултарулӑх фестьивальне хутшӑнмах чикӗ леш енчи 4 ҫӗршыва йыхрав янӑ (Голланди, Болгари, Бельги, Беларуҫ) — чылайӑшӗ килме те шантарнӑ ӗнтӗ. Тӑван ҫӗршыври ытти тӑрӑхри пултарулӑх ушкӑнӗсене те чӗннӗ — вӗсем те республикӑн чи чаплӑ уявӗнче иртекен фестивальте халӑха савӑнтарма шантарнӑ. Фолькдискотека ирттерме вара вырӑс халӑх юррисен «Воронежские девчата» вокал ансамбльне чӗннӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри алӗҫ ӑстисен саккӑрмӗш фестивальне ҫӗршывӑн 47 тӑрӑхри 70 ытла ӑста килесси паллӑ. Вӗсем Чӑваш наци музейӗн ҫывӑхӗнчи лаптӑка йышӑнӗҫ.

 

Асилтеретпӗр: Республика кунне чӑвашра ҫӗртмен 24-мӗшӗнче (кӑҫал вӑл ӗҫнерникуна лекет) паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал Рсеупблика кунӗн уявӗ Шупашкарсӑр пуҫне ҫавӑн пекех Патӑрьел районӗнче иртӗ — вӗсем те, ҫав кун ҫывхарнӑҫемӗн, ӑна тивӗҫлӗн ирттерме хатӗрленеҫҫӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем